1251 | Турра анчах шанса ларакан выҫӑ юлнӑ. | Турӑ — Шуйттан |
1252 | Турра асӑнмасӑр ӗҫе ан пуҫӑн. | Турӑ — Шуйттан |
1318 | Турра асӑнни Пӳлӗхҫе пулмӗ теҫҫӗ. | Турӑ — Пӳлӗх |
1253 | Турра ӗненекен турпас татӑкӗнчен те турӑш тӑвать. | Турӑ — Шуйттан |
1254 | Турра ӗненекен шуйттана та ӗненет. | Турӑ — Шуйттан |
1255 | Турра маннӑ, хуйхӑрма маннӑ. | Турӑ — Шуйттан |
1256 | Турра пани леш тӗнчере ҫӗр хут таврӑнать. | Турӑ — Шуйттан |
1257 | Турра паратӑн — сӑвапра пулатӑн. | Турӑ — Шуйттан |
1380 | Турра пӗр пӑт ҫурта лартсан та ӗне чунӗ кураймарӑм. | Турӑ — Этем |
1381 | Турра пурте пӗрешкелех: хуть уксахӗ, хуть куҫсӑрӗ. | Турӑ — Этем |
1258 | Турра пуҫҫапиччен аллуна пуҫҫап. | Турӑ — Шуйттан |
1382 | Турра пуҫҫапиччен пупа пуҫҫап. | Турӑ — Этем |
1259 | Турра пуҫҫапиччен турпаса пуҫҫап. | Турӑ — Шуйттан |
1260 | Турра пуҫҫапиччен шуйттана пуҫҫап. | Турӑ — Шуйттан |
1383 | Турра пуян, пупа тӑван. | Турӑ — Этем |
1384 | Турра ҫитет, этеме ҫитмест. | Турӑ — Этем |
1261 | Турра та ан ҫиллентер, усала та ан кӳрентер. | Турӑ — Шуйттан |
1262 | Турра та ҫырлахтар, усала та ҫураҫтар. | Турӑ — Шуйттан |
1263 | Турра та шан, ху та сыхлан. | Турӑ — Шуйттан |
1385 | Турра улталаймӑн, патшаран пытараймӑн. | Турӑ — Этем |
1386 | Турра чӑнлӑх, вӑрра чӑтлӑх. | Турӑ — Этем |
1264 | Турра шан та, хӑяккӑн ан вырт. | Турӑ — Шуйттан |
1265 | Турра шаниччен туратран кӑкарсан шанчӑклӑрах. | Турӑ — Шуйттан |
1266 | Турра шаннӑ — ӑнсӑр пулнӑ, юмӑҫа шаннӑ — куҫсӑр пулнӑ. | Турӑ — Шуйттан |
1267 | Турра шаннӑ — выҫӑ вилнӗ, ӗҫлесе мулӗпе киленнӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1268 | Турра шаннӑ — выҫӑ пулнӑ. | Турӑ — Шуйттан |
1269 | Турра шаннӑ — чунсӑр пулнӑ. | Турӑ — Шуйттан |
1270 | Турра шанса ӗҫлекенӗн пырши пушӑ пулнӑ. | Турӑ — Шуйттан |
1271 | Турра шанса кӑмака ҫинче хӗрӗнсе выртма ҫук теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1272 | Турра шанса сулхӑнта выртакан пӗр татӑк ҫӑкӑрсӑр юлнӑ. | Турӑ — Шуйттан |
1273 | Турра шанса туясӑр ҫула ан тух. | Турӑ — Шуйттан |
1274 | Турра шансан турат ҫине тӑрӑнан. | Турӑ — Шуйттан |
1275 | Турра шансан тырӑсӑр юлан. | Турӑ — Шуйттан |
1276 | Турра ырлакан ӗмӗр ҫӑтмахра тет. | Турӑ — Шуйттан |
1387 | Турра юрани халӑха та юрать. | Турӑ — Этем |
1388 | Турра юрасан та патшана юрама хӗн. | Турӑ — Этем |
1389 | Туррӑн — ирӗк, патшан — саккун. | Турӑ — Этем |
1226 | Туррӑн — тамӑк, усалӑн — ҫӑтмах тет. | Турӑ — Шуйттан |
1365 | Туррӑн — Турра, патшан — патшана. | Турӑ — Этем |
1369 | Туррӑн — шутлӑ, патшан — мутлӑ. | Турӑ — Этем |
1231 | Туррӑн — шутлӑ, усалӑн — тутлӑ. | Турӑ — Шуйттан |
1216 | Туррӑн вӑхӑчӗ теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1217 | Туррӑн ирӗкӗ теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1218 | Туррӑн ирӗкне ҫын пӗлмест теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
1219 | Туррӑн кӑмӑлӗ аслӑ. | Турӑ — Шуйттан |
1220 | Туррӑн кӑмӑлӗ туратлӑ. | Турӑ — Шуйттан |
1221 | Туррӑн кунӗ нумай. | Турӑ — Шуйттан |
1222 | Туррӑн нумай та, пире валли ҫук. | Турӑ — Шуйттан |
1223 | Туррӑн пӗрре вырӑнне иккӗ хутшӑнать. | Турӑ — Шуйттан |
1363 | Туррӑн пур, ҫыннӑн ҫук. | Турӑ — Этем |